Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ача пахчисем

Ача пахчине уҫнӑ самант
Ача пахчине уҫнӑ самант

Виҫӗмкун, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. Хаваслӑ лару-тӑрура уҫма унта республика Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.

6№ «Юмах» ача пахчине 2011-2020 ҫулсенче Чӑваш Республикинче шкулчченхи вӗрентӗве аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн ҫӗкленӗ. Ҫурта хута яма пӗтӗмӗшле 117,1 миллион тенкӗ тӑкакланнӑ. Вӗсенчен 111,3 миллион тенкӗ — республика хыснинчен, 5,8 миллион тенкӗ — вырӑнти бюджетран уйӑрнӑ пулнӑ.

«Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн кӗтнӗ ӗмӗчӗ тинех пурнӑҫланчӗ. Чӑннипех те юмахри пек кермен кӗтсе илчӗ», — тесе палӑртнӑ Михаил Игнатьев. «Ҫак ҫурта хута янине кура Ҫӗрпӳ районӗнче ача пахчи черетӗнче тӑракансен шучӗ пӗтрӗ. Шансах тӑратӑп, ҫакӑнта ҫӳрекенсенчен пулас космонавтсем, министрсем, адмиралсем пулӗҫ», — тесе хавхалантарнӑ ачасене Михаил Игнатьев.

Ача пахчи харӑсах 240 ача йышӑнма пултарать. Республика Элтепӗрӗ ача пахчинче тата та 50 хушма вырӑн йӗркелесе яма 675 пин тенкӗ туянмалӑх свидетельство парса чысланӑ. Пухӑннӑ ашшӗ-амӑшӗсен ячӗпе Ҫӗрпӳре пурӑнакан Татьяна Ипатова чӗререн тав сӑмахӑсем каланӑ.

Малалла...

 

Пахалӑха тата тирпейлӗхе ача пӗчӗкрен хӑнӑхать. Хӗрӗх ҫула яхӑн ӗнтӗ пирӗн ҫӗршыв ачисем ӑшӑ та хӑтлӑ керменсенче ҫитӗнеҫҫӗ, ушкӑнра пурӑнма вӗренеҫҫӗ. Маларах ҫак ача пахчисем пӗр-пӗринчен нимӗнпе те уйӑрӑлса тӑман: пур ҫӗртре те пӗр стандарт. Анчах та хальхи вӑхӑтра, пасар йӗрки мала тухнӑ пирки, кашни хуҫалӑх хайне хитререх енӗпе кӑтартма тӑрӑшать. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ремсервис» хуҫалӑх та хӑйӗн пуласлӑхне ятарласа ача-пача валли сӗтел-пукан кӑларас енӗпе ҫыхӑнтарать.

Иртнӗ уйӑхра кунта пӗр садик валли дивансем, шкафсем, сӗтел-пукан туса хатӗрленӗ, хак пама тӑратнӑ. Пӗтӗм япала — ятарласа ача-пача валли кӑна. Сӗтел-пукан пуҫтарнӑ чух маҫтӑрсем ача сывлӑхне малти шая лартнӑ: сӑрӑ тӗсне те, япала виҫине те, меллӗхне те. Хуҫалах ертӳҫи Васильева Лидия каланӑ тӑрӑх «Ремсервис» кӗске вӑхӑтрах ҫулталӑкра вун-вунпилӗк ача-пача керменне сӗтел-пуканпа тивӗҫтерме пултарать, вӑхӑтра систерӗрмелле кӑна. Анчахрах Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ ача пахчине ҫӗнетнӗ те ӗнтӗ вӗсем. «Сире мӗн кирлине маларах каласа хурӑр кӑна», — пӗлтерчӗ хуҫалӑх ертӳҫи.

 

Ӗнер, чӳкӗн 9-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ача пахчине уҫнӑранпа 30 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Ачасене пӑхса ӳстерекен тата ӑс паракан ушкӑна салам сӑмахӗсемпе район администраци пуҫлӑхӗ Сергей Бандурин, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫӗ Константин Михайлов, «Ильич халалӗ» ЯХПК ертӳҫи Владимир Иванов, тата ыттисем тухса калаҫрӗҫ, грамотӑсемпе чысларӗҫ.

Ачасемпе ача пахчи ӗҫченӗсем вара пуҫтарӑннӑ хӑнасене тав туса ташӑ-юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.

Эпир те Кӑкшӑм ача пахчи 30 ҫул тултарнӑ ятпа пӗтӗм чӗререн саламлатпӑр!

Сӑнсем (48)

 

Пӗлме: ача пахчин никӗсне 1977 ҫулта хывнӑ. 1981 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вара вӑл пӗрремӗш ачасене йышӑннӑ. Пӗрремӗш заведущийӗ Каратаева Пелагея Григорьевна пулнӑ — вӑл ӗҫтешсен пӗрремӗш ушкӑнне пухнӑ, вӗрентӳ ӗҫне йӗркеленӗ.

Паянхи куна илес пулсан ача пахчи пурӗ 350 ача пӑхса ӳстернӗ. Паян унта 35 ача ҫӳрет, вӗсем 2 ушкӑна пухӑннӑ. Ӑс парас ӗҫе 10 ӗҫтеш хутшӑнать. Ача пахчине Людмила Ястребова ертсе пырать.

Малалла...

 

Ҫӗньял картта ҫинче
Ҫӗньял картта ҫинче

Нумай пулмасть Шупашкар районӗнчи «Пепке» ШҪҪАМВУ (выр. МДОУ) 35 ҫул тултанине анлӑ палӑртрӗ. «Пепке» Шупашкартан хӗвелтухӑҫнерех ларакан Ҫӗньялта вырнаҫнӑ. Кунта ҫывӑх ялсенчи ачасем ҫӳреҫҫӗ, вӑл шутра Арманкассинчи, Шанарпуҫри, Илпешри, Кӗҫӗн Шахчӑрти, Ирчекассинчи тата ыттисенчи.

Тулли ҫул тултарнине ачасем савӑнӑҫлӑн кӗтсе илчӗҫ — юрӑ юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑ вуларӗҫ.

Хӑнасем те сахал марччӗ — ашшӗ амӑшӗсем, ку ача пахчине маларах ҫӳренӗ ачасем. 2003 ҫулта кунта ҫитӗнсе ӑс пухнӑ ачасем ахаль килмен — юрласа-ташласа пачӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, [49]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 18

1947
78
Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ.
1962
63
Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи